Ҫӗнӗ Шупашкарта 33 ҫулти арҫын халӑха турттаракан транспорт кӗтекен арҫынтан укҫа ыйтнӑ. «Ыйтма аван мар, 19 текнӗ ҫук-ши?» — тесе тӑман-ха, тӳрех ҫӗҫӗ туртса кӑларнӑ. Памасан вӗлерессипе хӑратнӑ.
Ҫӗҫӗпе хӑмсарса 19 тенкӗ тапӑнакана лешӗ хӑйӗн ӗҫ удостоверенине кӑларса кӑтартнӑ. Арҫын ахаль-махаль ҫын пулман, йӗрке хуралҫинче тӑрӑшать-мӗн. Ҫак хута курсан вӑрӑ-хурах тарма пикеннӗ, анчах инҫе каяйман, йӗрке хуралҫи ӑна ярса илсе хӑйӗн ӗҫтешӗсен аллине панӑ.
Ҫӗҫӗпе хӑратса 19 тенкӗ тапӑнакан хурах тӗлӗшпе халӗ РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Пуҫтахланнӑшӑн вӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та ӗнтӗ. Хӑратса укҫа тапӑнакана пуҫран шӑласси иккӗленӳллӗ.
Хула кунӗнче «Стрижи» (чӑв. «Вӗршӗн») пилот ушкӑнӗ тӳпене хӑпарассине нумайӑшӗ кӗтет. Пилотсем Шупашкара ҫитнӗ ӗнтӗ.
Вӗсене паян, ҫурлан 13-мӗшӗнче, Шупашкар аэропортӗнче хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кӗтсе илнӗ. «Стрижи» тӳперен аниччен Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар ҫийӗн вӗҫсе ҫаврӑннӑ.
Хаклӑ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Леонид Черкесов кашни пилота ыталаса илнӗ. Музыка ансамблӗ наци юррине юрласа тата ташласа кӑтартнӑ.
Леонид Черкесов пилотсем пирӗн ҫывӑх туссем пулса тӑнине палӑртнӑ. Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 11 сехетре «Стрижи» пилот ушкӑнӗ тӗлӗнмелле авиашоу кӑтартӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен депутата суйланнӑ Сергей Семенов Ҫӗнӗ Шупашкар хула админситрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков хӑйне кӳрентернӗ тесе Чӑваш Енӗн прокуратурине, Чӑваш Енӗн Шлати ӗҫсен минситерствине, РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич ячӗпе ҫыру шӑрҫаланӑ.
Ҫурлан 6-мӗшӗнче Семенов депутат асӑннӑ хулари Советски урамри 8-мӗш, 10-мӗш «а» ҫуртсенче пурӑнакансемпе тӗл пулнӑ чух Олег Бирюков Сергей Семенова ҫынсен умӗнчех кӳрентернӗ пулать. Депутата тӳре-шара «тӗрӗс ултавҫӑ» тесе хакланӑ-мӗн. Маларах, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Олег Бирюков «Контактра» тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин тата чӑваш парламенчӗн депутачӗсен Сергей Семеновпа Владимир Михайловӑн общество йышӑну пӳлӗмӗсем пирки кӳрентермелле ҫырса хунӑ пулать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта авӑн уйӑхӗнче йӗпе-сапа пуҫланасран шикленнипе, хула ҫыннисем ыйтнипе... хулан 55-мӗш ҫуралнӑ кунне авӑн уйӑхӗн 3-мӗш вырсарникунӗнчен ҫак уйӑхӑн 30-мӗшне куҫарнӑ. Лайӑх мухмӑр виҫӗ куна пырать теҫҫӗ те, лайӑх уяв пӗр кунта вӗҫленмӗ. Хула ҫуралнӑ ятпа ҫӗнӗ шупашкарсем 29-мӗшӗнчех савӑнма тытӑнӗҫ — уяв икӗ куна тӑсӑлмалла.
Ҫуралнӑ куна ҫитичченех палӑртма хушмаҫҫӗ те, Ҫӗнӗ Шупашкарӑн официаллӑ сайтӗнче ҫынсем авӑн уйӑхӗнче ҫанталӑк япӑхнине кура ҫулла уявлама ыйтаҫҫӗ тесе ӗнентернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула статусне 1965 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тивӗҫнӗ. Кун пирки РСФСР Аслӑ Канашӗ хушу кӑларнӑ. Малтанласа унӑн ҫуралнӑ кунне чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче палӑртнӑ. Шӑп та лӑп ҫавӑн чух хулари пӗрремӗш ҫурт никӗсне хывма тытӑннӑ. Пилӗк ҫул каялла хула депутачӗсем Ҫӗнӗ Шупашкар ҫуралнине урӑх кун палӑртма йышӑннӑ. Кӑҫал, ав, авӑн уйӑхӗн вӗҫне кӗтсе тӑрас темен. Геодезистсем ҫурла уйӑхӗнчех химкомбинатпа пӗрремӗш урамсен вырӑнне палӑртнӑ-мӗн, апла пулсан хула ун чухнех ҫуралнӑ тесе шухӑшлама пулать.
Ку ыйтӑва ӗнерхи правительство ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ку ыйтупа строительство министрӗ Олег Марков доклад тунӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, вӗсен 54 проценчӗ усӑ курма хатӗррине, юсав пӗлтӗрхинчен лайӑхрах пынине пӗлтернӗ министр. Котельнӑйсене ӗҫе кӗртессипе — Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Элӗк, Куславкка, Канаш тата Шупашкар районӗсенче, вӗри шыв парса тӑмалли пӑрӑха юсассипе Элӗк, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенче графикран юлса пыраҫҫӗ. «Вӑрнар, Йӗпреҫ, Красноармейски, Муркаш тата Етӗрне районӗсенче, Ҫӗмӗрле хулинче ӑна улӑштарма та пуҫламан», — терӗ Олег Иванович», — пӗлтерет ларура пулнӑ Юрий Михайлов журналист.
Ҫуртсене ӗҫмелли шывпа тивӗҫтермелли пӑрӑха ҫӗннипе улӑштарас тӗлӗшпе Улатӑр, Куславкка, Пӑрачкав, Шупашкар, Канаш, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче кая юлса пыраҫҫӗ-мӗн.
Пурӑнмалли нумай хваттерлӗ ҫуртсене хутса ӑшӑтма хатӗрлессипе Муркаш, Комсомольски, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче лайӑх ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарти пӗр стройфирма ӗҫченӗсем каллех «хаклӑ» япала тупнӑ. Вӗсем ӑна Чӑваш наци музейне парнеленӗ.
ЧР Наци музейне тупнӑ япала пирки пӗлтерсен ӗҫченӗсем тӳрех вырӑна тухнӑ. Фирма ӗҫченӗсем бизон мӑйракине тупнӑ-мӗн. Мӗнле тупнӑ-ха вӗсем ӑна?
ЧР Наци музейӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарти портран илсе килнӗ вӗтӗ чул ӑшӗнче тӗлӗнмелле япала асӑрханӑ. Ҫурт тӑвакансене вӑл авалхи япалана аса илтернӗ.
Музейӑн археологи тата авалхи истори сектор заведующийӗ тата директор ҫумӗ ҫав вырӑна пынӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав япала — бизон мӑйраки. Вӑл 10 пин ҫул каяллахи-мӗн. Халӗ вӑл Чӑваш наци мезейӗн фондӗнче упранать.
Кӑҫалхи ҫурхи призыв вӑхӑтӗнче Чӑваш Енрен 1771 ҫамрӑка ҫара илме Тӗп ҫар округӗ хушнӑ. Ҫӳлтен каланине пирӗннисем пурнӑҫланӑ. Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗсене 1443 ҫынна янӑ, ытти ҫарпа ҫар чӑмӑртанӑвне — 328. Кун пирки республикӑн правительство ларӑвӗнче ЧР юстици министрӗ Надежда Прокопьева каласа кӑтартнӑ.
Ҫара ӑсатнисен шучӗпе яланхиллех Шупашкар (487 ҫын) тата Ҫӗнӗ Шупашкар (114) хулисем, Патӑрьел (116), Канаш районӗсем (81) палӑраҫҫӗ.
Хӗсмете кӑҫалхи ака–утӑ уйӑхӗсенче янисенчен 22,3 проценчӗ — аслӑ професси пӗлӗвӗ илнӗ ҫамрӑксем, 16,3 проценчӗ ДОСААФ организацийӗсенче ҫарпа учет специальноҫне алла илнӗ.
Хӗсметрен тарса ҫӳрекенсем юлашки ҫулсенче сахалланса пынине палӑртаҫҫӗ. Призыв комиссине 6422 ҫынна чӗннӗ пулсан 99,6 проценчӗ унта пынӑ. Пӑрӑнса ҫӳрекенсем 2012 ҫулта 3508 ҫын шутланнӑ, 2013-мӗшӗнче — 3508, 2013-мӗшӗнче — 2690, кӑҫалхи ҫурхи призыв вӑхӑтӗнче — 1975.
Ҫӗнӗ Шупашкарти приставсен ҫурчӗ ҫинче Чӑваш Республикин ялавӗ вӗлкӗшет. Анчах вӑл… кутӑн май ҫакӑнса тӑнӑ-мӗн. Паянхи ирхи 9 сехетчен. Паян ялава йӗркеллех ҫакнӑ-мӗн.
Ялав кутӑн ҫакӑнса тӑнине Алексей Свеклов асӑрханӑ. Вӑл нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкара тусӗсем патне хӑнана килнӗ. Ӑна чӑваш паллипе ҫапла хӑтланни шутсӑр килӗшмен.
Управлени ертӳҫин ҫумӗ Антон Антонов каланӑ тӑрӑх, паян 9 сехетре ҫакна тӳрлетнӗ. Ӑна ҫакнӑ чухне унти ӗҫчен кутӑн пулнине асӑрхаман тен.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 73 ҫулти арҫын чӑннипех те паттӑрла ӗҫ тунӑ. Ватӑскер путакан ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Улатӑр ҫынни, халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаканскер, юраман вырӑнта шыва кӗнӗ. Ватӑ арҫын путакан хӗрарӑма ҫӑлнине тепӗр ҫын курнӑ.
Путакан ҫамрӑк хӗрарӑм 27-ре кӑна-ха. Юраман вырӑнта шыва кӗнӗ вӑл. Ҫитменнине, ӳсӗр пулнӑ. Юрать, хӗрарӑм кӑшкӑрма тытӑнсан ватӑ арҫын пулӑшма ыткӑннӑ. Унсӑрӑн…
Арҫын ӑна ҫыран хӗррине илсе тухса васкавлӑ медпулӑшӑва тата ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.
Хусанти экономика, управлени тата права институчӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалӗ хупӑннине пӗлтереҫҫӗ. Мӗншӗн? ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, студентсем ҫук-мӗн.
Института хупас ыйтӑва учреждени ертӳҫисем татса панӑ. Унта унччен юриспруденци тата экономика тытӑмӗнчи специалистсене хатӗрленӗ.
Ведомствӑра каланӑ тӑрӑх, ҫакна социаллӑ экономика тата демографи лару-тӑрӑвне шута илсе йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех филиалти вӗренӳ программи кирлӗлӗхӗ чакнӑ-мӗн.
Пӗлмешкӗн: унччен Хусанти экономика, управлени тата права институчӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалӗнче 300 ытла ҫын вӗреннӗ. Ҫакна та палӑртмалла: малтан институт уйрӑмне лицензи те паман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |